Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Вутлан

Иван Вутлан (Иван Дмитриевич Тимофеев) — чӑваш ҫыравҫи. Пермь облаҫӗнчи Мӑн Уса ялӗнче 1940 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Вӑл Раҫҫей Федерацийӗнчи Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче иртнӗ. Шупашкарти педагогика институчӗн ют ҫӗршыв чӗлхисен факультетӗнче вӗреннӗ. 1962 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. Хӑйӗн интернациллӗ тивӗҫне ҫав вӑхӑтри чи хӗрӳ вырӑнсенче — Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсенче — пурнӑҫланӑ. Ӑна «Ҫарти хастарлӑхшӑн» тата «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ. 10 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ. Учительте, шкул директорӗнче, республика правительствинчи тӗрлӗ ӗҫре вӑй хунӑ. 1987 ҫултанпа — Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ.

Пултарулӑхӗ

Иван Вутлан ҫырнӑ тата пичетлесе кӑларнӑ произведенисем: «Асамат кӗперӗ», «Ҫул — пӗрре», «Кӗтмен утӑм», «На берегу чужом», «Пӗчӗк иккен ҫӗр чӑмӑрӗ» т. ыт. те.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Иван Вутлан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-15 21:50:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4830 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем